Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Патӑрьел районӗ

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫулсерен ирттерекен кӗмӗл волонтёрсен республикӑри конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Конкурса заявкӑсене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр уйӑх хушши йышӑннӑ.

«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире Шупашкарти Людмила Порфирьева ҫӗнтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм салтаксене нумай пулашать иккен.

«Наставник — волонтер» номинацире Патӑрьел районӗнчи Мидхать Шакиров ҫӗнтернӗ. Вӑл ачасене ӳнер урлӑ Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет иккен.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Людмила Осипова — «эко-волонтер». Вӑл «ЭкоЛогики «от А до Я» ятлӑ шкул шухӑшласа кӑларнӑ.

«Социаллӑ экспресс» номинацире ҫӗнтернӗ Улатӑрти Ирина Сидякина хастар пулса ӗмӗре вӑрӑмлатма вӗрентет.

Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл чун» республикӑри тӑваттӑмӗш форумӗнче чыслӗҫ. Мероприяти хальхинче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ.

 

Статистика
nsn.fm сайтри сӑн
nsn.fm сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинчӗ халӑхран пуҫтаракан сӗте хаклӑрахпа туянма пуҫланӑ.

Ку уйӑхра пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.

Юлашки вӑхӑтра халӑхран сӗт илекенсем сахалланнӑ, республикипе пӗтӗмпе 276 предприниматель юлнӑ. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предпримниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14849
 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑра ҫак кунсенче ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлнӑ. Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнчи ФАП пысӑк – 80 тӑваткал метр. Унта Брайль шрифчӗпе навигаци системи те пур. Ку ФАПра 400 ытла ҫынна медпулӑшу парӗ.

Вӑрнар округӗнче вара Уйкас Кипекре тата Хирупуҫра ФАПсем уҫӑлнӑ. Ҫак икӗ медпункта пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын ҫӳрӗ.

Сӑмах май, Вӑрнар округӗнче 39 ФАП ӗҫлет. Юлашки 5 ҫулта унта 14 медпункт хута янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15239
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри сухана чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Элита сорта Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑсатаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Беларуҫе 80 тонна севок ӑсатнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Беларуҫе, Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние 1,5 пин тонна ӑсатнӑ.

 

Республикӑра
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче каяш уйӑракан комплекс тума пуҫласшӑн. Халӗ ун валли территорие хатӗрлеҫҫӗ.

Комплекс 2,5 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫӗ. Ӑна 2026 ҫул вӗҫлениччен туса пӗтермелле.

Пирӗн республикӑра «Экономика замкнутого цикла» (чӑв. Хупӑ цикл экономики) федераци проекчӗпе каяш уйӑракан виҫӗ комплекс тумалла.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын хӑйӗнчен 4 ҫул кӗҫӗнрех арӑмне сӑнчӑрпа кӑкарса хунӑ.

41 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки ӑна хӗнет. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май тепӗр пӑтӑрмах та ҫиеле тухнӑ. Хӗрарӑм килтен тухса ан кайтӑр, эрех ӗҫсе ан ҫуретӗр тесе вӑл ӑна сӑнчӑрпа кӑкарса хӑварнӑ иккен.

Арҫынпа хӗрарӑм виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ иккен. Халӗ кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=311276
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Паян 15 сехет ҫурӑра Патӑрьел округӗнче авари пулнӑ. Унта арӑмӗпе упӑшки вилнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Митсубиси Паджеро» машинӑри 52-ри водителӗ йывӑр тиевлӗ машинӑран иртсе каяс тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та каялла хӑйӗн ҫулӗ ҫине кӗрсе ӗлкӗреймен – «Датсунпа» ҫапӑннӑ. Унта вара арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Иккӗшӗ те 1970 ҫулта ҫуралнӑскерсем, Тутарстан ҫыннисем. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. «Митсубиси» водителӗ аманнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Патӑрьел округӗнчи Хирти Пикшик ялӗнче икӗ арҫын ачана ҫапса кайнӑ. Иккӗшӗ те аманнӑ, иккӗшӗн те шӑмӑ хуҫӑлнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2107 машина 11 ҫулти тата 7-ри пиччӗшӗпе шӑллӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Пӗри ун чухне велосипедпа пынӑ.

Руль умӗнче ҫав ялти 68 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ. Руль умӗнче вӑл – 2009 ҫултанпа, унӑн ОСАГО полисӗ те пулман.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри чи лайӑх зоотехнике палӑртнӑ. Вӑл – Элӗк тӑрӑхӗнчен .

Регина Долгова «Новый путь» хуҫалӑхра тӗп зоотехникра ӗҫлет.

Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире - чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче тупӑшса мала тухнӑ.

Сӑмах май, ӑмӑрту Патӑрьел округӗнче иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13611
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 14

1880
146
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
107
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын